
Конспект урока "Пасхальная корзинка" (чув)
Тема: «Пластик стакансенчен ăсталанă Мăн кун карçинкки»
Тĕллев: Мăн кун карçинкки хатĕрлесси.
Задачăсем:
- карçинкка ăсталама вĕрентесси;
- ачасене ĕçе юратма, ăна яланах тирпейлĕ те ырă кăмăлпа пурнăçлама, çын ĕçне хисеплеме вĕрентесси;
- Мăн кун уявĕн историйĕпе паллаштарасси,
- çитĕнекен ăрăвăн тавра-курăмне пуянлатасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: проектор, компьютер, презентации, мăнкун атрибучĕсем – сăрланă çăмартасем, карçинккасем, пластик стакансем, клей, пĕрĕмлĕ хут (гофра хучĕ), хачă.
Словарь ĕçĕ:
-кулич- Мăн кун ячĕпе пĕçерекен техĕмлĕ кулач,
-пасха-Мăн кун апачĕ (тăпăрчран пĕçернĕ шĕвĕр тăрăллă çимĕç).
Урок юхăмĕ:
-
Класа йĕркелени.
-
Урок темипе паллаштарни.
-
Калаçу.
Учитель. Паянхи урок тĕллевĕ пирĕн карçинкка тăвасси. Часах Мăн кун уявĕ çитет. Ака уйăхĕн 16 кунĕнче уявлатпăр. Мăн кун – Христос тĕнне ĕненекенсен чи пысăк уявĕ. Пĕтĕм халăх, çут çанталăк савăнать. Мăн кун – уявсен уявĕ тенĕ.
Кашни уявăн хăйĕн историйĕ пур.
Вĕренекен. Мăн кун уявĕн историйĕпе паллаштарать. Слайд-2
Христоса пытарнă хыççăн виççĕмĕш кунне хăрушшăн çĕр чĕтреннĕ, мĕншĕн тесен Турă ангелĕ тÿперен анса тупăклăх умĕнчи чула йăвантарса куçарнă. Ангел çиçĕм пек ялтăртатса тăнă, тум-тирĕ юр пек шурă пулнă. Хурал тăракансем ăна курсан вилесле хăраса ÿкнĕ, çĕр çумне лăпчăннă. Тăна кĕрсен вара вĕсем хулана кайнă та аслă священниксене мĕн пулса иртнине каласа панă. Вара аслă священниксем çакăн пек сас-хура кăларма хушнă: «Çĕрле, эпир çывăрнă чухне, вĕренекенĕсем пынă та Унăн ÿтне вăрласа кайнă».
Çав кунах тул çутăлнă вăхăтра Мария Магдалина, Иаковпа Иосия амăшĕ Мария тата Саломия Иисус ÿтне ырă шăршăллă çу сĕрес тесе садри тупăклăх патне кайнă. Тупăклăха кĕрсен вĕсем шап-шурă тум тăхăннă ангела асăрханă. Хĕрарăмсем питĕ хăраса ÿкнĕ. «Ан хăрăр, - тенĕ ангел вĕсене, - пăталанă Иисуса эсир шыранине пĕлетĕп эпĕ. Вăл кунта çук ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен, Хăй каланă пекех, Вăл вилĕмрен чĕрĕлсе тăчĕ. Акă Хуçамăра хунă вырăн. Вăл вилĕмрен чĕрĕлсе тăни çинчен, сирĕнтен маларах Галилейăна çитсе кĕтсе тăрасси çинчен Унăн вĕренекенĕсене хăвăртрах кайса пĕлтерĕр». (Мф.28,1-7).
Тупăкран тухсан, хĕрарăмсем, пĕр хăраса та пĕр савăнса, Иисусăн вĕренекенĕсене Вăл чĕрĕлсе тăни çинчен пĕлтерме чупнă. Çакăн пек христиансем Иисус Христос чĕрĕлсе тăнине пĕлнĕ.
Вĕренекен:
Инçетри çĕршывсенчен
Çуркунне килсе çитет.
Мăн кун кунĕ ячĕпе
Чиркÿ чанĕ сас парать.
Слайд-3-4.
Учитель. Çак çутă уявăн историйĕ ĕмĕртен ĕмĕре куçса пырать, ăна пирĕн пĕлмелле, пĕтме памалла мар. Паянхи кунчченех савăнăçлă уява уявлаççĕ, ăруран ăрăва куçса пынă май йăли-йĕркине тытса пыма тăрăшмалла.
Çак кун чиркÿсенче кĕлле кĕреççĕ. Кулича, çăмартана кĕл туса тасатаççĕ. Пурне те «Христос çуралнă!» - тесе калаççĕ.
Йăла-йĕрке те сыхланса юлнă. Мăн куна кулич пĕçернĕ. Вăл символ. Христос Чĕрĕлсе тăнă хыççăн кулича апостолсемпе ас тивнĕ.
–Тупмалли юмахсене кам пĕлет-ши?
-Çиелте пăр, аялта пăр, варринче вара – пыл. (çăмарта)
-Шурă чиркÿ, ниçта кĕме алăк çук. (çăмарта)
-Çĕнĕ пÿртре такам пур, тухнă чухне пÿрчĕ ишĕлсе анать. (çăмарта)
Мăн кунта çăмарта хĕретмелле. Çăмартаран çĕнĕ пурнăç пуçланать. Мăн кун çăмарти – хĕрлĕ çăмарта – чĕрĕлĕх символĕ. Хĕрлĕ тĕс – савăнăç палли, этемлĕх вилĕмрен чĕрĕлнине пĕлтерет. Çакăн пекех Иисус Христос юнĕн тĕсĕ те теççĕ. (ачасем ăсталанă çăмартасем кăтартатăп).
Çимĕçсене карçинккана хурса чиркĕве илсе кайнă
Вĕренекен:
Мăн кун – Аслă кун,
Çут çанталăк чĕрĕлнĕ кун.
Клентĕр, премĕк, хĕрлĕ çăмарта –
Тутлă çимĕç çăварта.
Слайд- 4-8.
Эпир те сирĕнпе карçинкка ăсталама пуçлăпăр. Тĕрлĕ карçинкка ăсталама пулать: авса çыхса туса, картонран, каснă хута пĕтĕрсе (квиллинг), пусмасенчен çĕлесе.
Эпир сирĕнпе пластик стакансенчен тăвăпăр. Кунта пире кирлĕ:
Слайд.9
• алăсен моторики;
• тимлĕх, хăйсене тытаслăх, астăву, чăтăмлăх;
• тăрăшулăх, тирпейлĕх, илем туйăмĕ;
• фантази;
• куçпа виçи;
• пултарулăх, ăсталăх.
Слайд 10
Çамрăк технологăн ыйтăвĕсем
1 Эпĕ мĕн тăватăп?
2 Çак ĕçе пурнăçлама мана мĕнле материалсемпе инструментсем кирлĕ?
3 Çак ĕçе эпĕ мĕнле пурнăçлатăп? Мĕнле майпа?
4 Малтан мĕн тăватăп, кайран?
5 Ку изделие эпĕ мĕншĕн тăватăп?
6 Хамăн ĕçе пĕтĕмлететĕп. Мĕн пулчĕ? Эпĕ мĕн тума вĕрентĕм?
Хуравсем:
-Эпĕ карçинкка тăватăп
-Мана пластик стакан, гофра хучĕ, хачă, клей кирлĕ пулать.
-Стакана пĕр пек хăюсем туса касатăп. Чечек тума гофра хутне касатăп.
-Хамăн ĕç вырăнне хатĕрлетĕп. Карçинккапа чечексене çыхăнтаратăп.
-Мăнкун карçинккине илемлетсе кама та пулин парнелеме пулать (шутлатăп).
-Эпĕ карçинкка тума вĕрентĕм, композици ăсталарăм.
Слайд 11. Ĕçе пурнăçланă чух шута илмелле
Хачă:
-
хачча уйрăм вырăнта тытмалла;
-
хачча шĕвĕр вĕçĕпе тытмалла мар, çынна панă чух çаврашка енĕсемпе памалла;
-
хачча ĕç вырăнĕнче уçса пăрахса хăвармалла мар.
Клей (çилĕм)
-
клей ÿт ăшне, уйрăмах куçа кĕресрен питĕ сыхланмалла, ăнсăртран куçа кĕрсен хăвăртрах нумай шывпа çуса тасатма тăрăшмалла.
-
ĕç хыççăн клея (çилĕме) хытă хупса лартмалла та алăсене лайăх çуса тасатмалла.
Слайдсем-12-19
Технологи карти
Мăн кун карçинккисем тума
Çакăн пек пластик стакан илетпĕр (тĕрлĕ тĕслĕ пулма пултарать)
Йăрăм (полоска) туса касатпăр
Степлерпа карçинкка аврине çыхăнтаратпăр
Каснă йăрăмсене авмалла, хĕстерсе хумалла (пĕрремĕшне иккĕ урлă, ыттисене черетлесе пымалла)
Çакăн пек карçинкка пулса тăрать
Пĕрĕмленĕ хутран (гофрированная бумага)чечек пайĕсене касмалла
Чечек пуçтармалла
Карçинккасене илемлетмелле. Композици тумалла.
5.Урока пĕтĕмлетни.
- Мĕн çинчен пĕлтĕмĕр паянхи урокра?
- Мĕн çĕнни хамра валли илтĕмĕр?
- Хамăр валли çĕнĕ сăмахсем илтĕмĕр-и?
- Мĕнле ыйтусен хуравне илтĕр?
- Сирĕншĕн мĕн ăнланмалла марри пулчĕ?
6. Киле ĕç