
Конспект уроков
Урок теми: Килчĕ ырă çуркунне!
Урок тěсě: пĕтĕмлетÿ урокĕ
Тěллевсем:
Çур хаваслăхĕ çинчен вĕреннине çирĕплетесси, ачасен тавракурăмне анлăлатасси, сăмах йышне пуянлатасси: çыхăнуллă пуплеве аталантармалли урок
çут çанталăка юратас туйăма вăйлатасси, шухăшлавне аталантарасси.
Пуплеве аталантарасси:
1) Ачан çыхăнуллă пуплевне аталантарасси.
2) Укерчĕкпе ěçлес хăнăхăвне аталантарасси.
3) Пěтěмлетÿсем тума хăнăхтарасси.
4) Сасăпа илемлě вуласси.
5) Илемлěх мелěсене тупасси.
6) Ыйтусем çине хуравласси.
Аталану тěллевě:
1) Харпăр хăй шухăшне пĕтĕмлетме хăнăхтарасси.
2) Текста тишкермелли хăнăхусене аталантарасси.
3) Ачасен шухăшлавне аталантарасси.
4) Ӱкерчĕксене тишкерсе ачасене тавралăх илемлĕхе сăнлама вĕрентесси.
Урок мелěсемпе меслечěсем:
-
Ыйту-хурав.
-
Калаçу.
-
Пěрин хыççăн тепри калани.
-
Ушкăнпа ěçлени.
-
Илемлěх мелěсемпе ěçлени.
-
Проблемăна ушкăнпа сÿтсе явни.
-
Пултару ěçě.
-
Слайдсемпе ěçлени.
-
Танлаштару.
-
Ачасен пěтěмлетěвě.
-
Учитель пěтěмлетěвě.
-
Пурте пěрле физзарядка туни.
-
Компьютерпа, экранпа усă курни.
Курăмлăх хатěрěсем:
-
Компьютер, экран, презентаци слайчĕсем.
-
Сăмах каçмăш.
-
Таблица.
-
Ӱкерчĕксем.
Урок юхăмĕ:
I.Класа йĕркелени. Тĕллевсемпе паллаштарни.
Ырă кун пултăр пурне те. Сирĕнпе «Çур хаваслăхĕ» пая вуласа тухрăмăр. Пирĕн паян пĕтĕмлетÿ урокĕ. Ыйтусем çине хуравлăпăр. Выляса та илĕпĕр. Анчах пурте хутшăнăр.
Çуркунне, çуркунне тетпĕр. Мĕн-ши вăл çуркунне? Эсир мĕнле ăнланатăр? (Ачасем вĕреннĕ сăвăсен йĕркисене аса илеççĕ)
Васкавлăн çитрĕ чи малтан
Курак разведчик кăнтăртан
Хĕл Мучие вăл пур вăйран
Тытса силлерĕ сухалтан.
Мăнаçлăн ларчĕ çул çине,
Тем тăршшĕ сарчĕ çунатне.
Пĕр шит пек карчĕ çăварне:
«Пуçланчĕ , - терĕ, - çуркунне».(Н.Прокопьев. «Çуркунне пуçланать»)
***
Пĕр ăшăтать, пĕр сивĕтет
Çурхи çанталăк – йăлăнтармăш.
Анчах ман чунăм хĕпĕртет:
Хĕртет хĕвел – çу кунĕн амăш (Н.Исмуков «Çурхи тĕнче»)
***
Çурхи çепĕç çилпе
Юр йăшать хăвăртах.
Тупăшать хĕвелпе
Хĕл Мучи кăлăхах .
Кайăксем юррине
Янратма пит хавас.
Çуркунне çитнине
Систересшĕн пулас.(Л.Смолина «Çуркунне пуçланать»)
***
Килет-чашлать ем-ешĕл шав,
Ем-ешĕл шав, çурхи чĕр шав!
Сĕт тăкса янă евĕр шуррăн
Чие сад-пахчисем лараççĕ…(Н.Некрасов. Г.Ефимов куçарнă «Ешĕл шав»)
***
Тулта шавлать хĕвеллĕ çур,
Ăсатрăмăр хĕле!
Тавралăхри шап-шурă юр
Васкавлăн ирĕлет.
Шывсем лупашкасем тулли
Кĕрлеççĕ; урамра
Ача-пăча вăййи-кулли
Пĕр чарăнми янрать (Уйăп Мишши «Çурхи вăйă»)
***
Хĕл куççулĕ шавласа
Юхса кайрĕ çырмара.
Ачи-пăчи выляса
Чупса çÿрет урамра.
Килчĕ ырă çуркуннке,
Килчĕ ячĕ ăшăтса.
Хĕвел савать тĕнчене
Хĕл ыйхинчен вăратса.
Тĕттĕм вăрман чĕрĕлет,
Ешĕл тумтир тăхăнать.
Çеçен хир те ешерет,
Илемĕпе мухтанать.
Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексен
Ырă шăрши сарăлать.
Пур çĕрте те кайăксен
Лайăх юрри янăрать. (К Иванов. «Çуркунне çитсен»)
II. Ыйтусемпе ĕçлени (вуланă хайлавсем тăрăх)
---Çуркунне çывхарнин мĕнле паллисене пĕлетĕр? (тумла пăрĕсем вăрăмланаççĕ, кайăксен сассисем илтĕнеççĕ, кайăксем ăшăрах вырăнсене хăпараççĕ, выльăх –чĕрлĕх юпасем çумне пырса хăршаланать – çăмне тăкать, юр пусăрăнать.)
---Тÿпе мĕн тĕслĕ курăнать? (çуркунне пуçламăшĕнче кăн-кăваках мар, çакăнса тăрать; кунсерен тăрăлса, тасалса пырать; утмăл турат чечекĕ пек кăвак тĕслĕ пулĕ)
---Эсир çут çанталăкри шава итлеме юрататăр-и?
---- Çуркунне мĕнле шав илтме пулать? Хăш çыравçă хăйĕн сăввинче шав çинчен çырса панăччĕ? (шавлать тин шăтнă курăк, çÿл вĕрене, ем-ешĕл шав, чĕр шав. Н.Некрасов. Г.Ефимов куçарнă «Ешĕл шав»)
----Г.Орловăн «Курак» произведенийĕнче çав шава мĕнле сăнласа панăччĕ? (…пат! пат! патлатать çурт çунаттинчен тумла. Тем кунран вăл шăпăр-шăпăр тăкăнакан пулать. Курак оркестрĕпе вăраннă мĕнпур çырма-çатра, шăн-шур вара çурса-татса ирĕлтерсе-çунтарса, юхтарса пĕтеричченех кунĕн-çĕрĕн шарлать, кĕрлет, каçпала кăнтăрлахинчен те хытăрах янăрать)
---Çуркунне урам мĕн сассипе тулать? Ун çинчен мĕнле сăвăра çырнăччĕ? (кайăк-кĕшĕк сассипе, ача сассипе. Уйăп Мишши «Çурхи вăйă»)
---Кам е мĕн килет чи малтан çуркуннене пĕлтерсе? Мĕн тĕллевпе? ( курак-хыпарçă- ăна разведкăна янă. Килме вăхăт-ши тет. Пуринчен малтан килсе вăл хăйĕн мăнă сассипе пĕтĕм яла вăратать)
---Аса илĕр-ха, хăш сăвăра тата камăн сăввинче танлаштарусемпе усă курнăччĕ?
(1 . аппа пир тăрăхĕ сарать шур юр пек шур чаршав тумашкăн, ула кушак пек çул ула, хуракăш пек юлать сукмак. Н.Исмуков «Çурхи тĕнче»
2.сĕт тăкса янă евĕр шуррăн чие сад-пахчисем лараççĕ. Н.Некрасов. Г.Ефимов куçарнă «Ешĕл шав» ). 3.Тин вăраннă çĕр пăсланса, пĕчĕк ача пек анасласа сывлать. Хĕвел ирĕлтерсе ярас пек çунтарать. А.Артемьев «Çурхи кун»
3. типме тухса çакнă кĕпе пек(К.Турхан.Çуркунне.)
---Çуркуннепе пĕрле мĕн килет? (савăнăç килет)
----Аса илĕр-ха Оскар Уайльд. .Б. Чиндыков куçарнă «Хаяр Улăп» юмаха. Çуркунне Улăп пахчине мĕн пирки пыман? (Хаяр Улăпран хăранă, вăл никама та кĕмелле мар хуме тытса хунă, «Кунта кĕрсе выляма юрамасть. Итлеменнисене патак лекет»- тенĕ)
---Килет-и Улăп пахчине çуркунне? (Килет. Ăçта ача сасси – çавăнта çуркунне çиет иккен. Ăнланса илет вăл. Пĕр ар ачана йывăç çине хăпартса лартатăп та хÿмене тĕксе яратăп Ÿлĕмрен ман пахчара яланах ача-пăча вылятăр »-тет.))
---- Чăн-чăн çуркунне хăçан пуçланать? (Мĕтри Кипек «Çурхи вăрманта». Анчах кăçал çут çанталăк çуркунне майлă пулчĕ…аслатиллĕ çумăр чашлаттарнă хыççăн….170 стр.)
Учебник çинчен вуламалла
III. (кластер тумалла)Çуркуннене мĕнле сăмахсемпе сăнлама пулать вара?
Çуркунне –(п. я.кĕске пайăркасем) ăшă, ырă, çамрăк, савăнăçлă, çутă, ĕçчен, хĕвеллĕ, илемлĕ
- (предл.вăрăм пайăркасем) шăнкăртатса шыв юхать, курăк шăтать, кайăксем юрлаççĕ, тумла тумлать, чечеке ларать.
IV. Физкультминучĕ.
Кайăксем вĕçеççĕ, вĕçеççĕ (аллисемпе сулаççĕ)
Вĕçсен-вĕçсен лараççĕ (пĕшкĕнсе лараççĕ)
Ларсан-ларсан тăраççĕ (тăраççĕ)
Каллех вĕçсе каяççĕ (аллисемпе сулаççĕ)
V
1.Юр кайса пĕтсенех çурăлакан чечек (çеçпĕл)
2.Чи малтан вĕçсе килекен кайăк (курак)
3.Пÿрт çинче йĕке пур, хĕвел пăхсан ирĕлет (пăр)
4.Çуркунне çĕре витсе хуракан ешĕл пустав (курăк)
5.Сăмсасăр кăвакал пăр шăтарать (тумлам)
6. Кайăксем хĕл каçакан ăшă вырăн (кăнтăр)
7.Хура йăмăкăн юрри хитре (шăнкăрч)
8.Йăл-йăл пăхатăп, йăл кулатăп, йывăç –курăка ачашлатăп, вăй-хал парса ÿстеретĕп (хĕвел)
VI.Ÿкерчĕк йĕркелени (ÿкерни). (пĕр хут çине çыпăçтармалла)
Халĕ эпир сирĕнпе çуркунне çинчен, паллисене пĕлтерекен сăмахсене пĕлтĕмĕр. Хамăрăн çуркуннене сăнлакан ÿкерчĕк хатĕрлемелле пулать. Эпĕ сире паратăп. Камăн ÿкерчĕкĕ илемлĕ, çыхăнуллă пулать. Укерчĕке хÿтĕлемелле
VII. Çуркунне çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене, сăнавсемпе паллăсене тупмалла.
--Хура курак килсен тепĕр уйăхран пăр каять.
--Кураксем йăвана ларсан виçĕ рнерен акана тухаççĕ.
--Атăл пăрĕ час тапрансан тырă ăнса пулать теççĕ.
--Çуркунне аслати авăтмасăр шыв ăшăнмасть теççĕ.
--Çуркунне малтан карăш кăшкăрсан йĕпе пулать; путене кăшкăрсан уяр пулать.
---Çур вăрăм килсен, кĕр кĕске килет теççĕ.
---Çуркунне çул çинчи улăм пĕрчи юр ăшне путать пулсан, тырă пулать.
---Çуркунне юр часах каймасан, çурхи тырă аван пулать теççĕ.
---Çуркунне шапа авăтма пуçласан, тырă акма вăхăт çитнĕ.
---Çуркунне кăвак чечек (çеçпĕл) нумай пулать, вăл çерем çинче те, вăрманта та пулать. Тăм тивмесен хуратул аван пулать.
VIII. Вăйă. Содержаниллĕ ÿкерчĕке хатĕр ÿкрчĕксенчен те тума пулать
1. ----«Çуркуннехи вăрман» ---( ÿкерчĕк тумалла)
-----«Ял çуркунне» ---( ÿкерчĕк тумалла)
2.Цифрăсене ÿссе пынă май сас паллисене лартса вырнаçтармалла, кирлĕ сăмахсем вуланĕç. (ЧЕЧЕКСЕНЕ СЫХЛĂР!)
IX. Презентаци «Çуркунне» курни.
-Çуркунне мĕнле уявпа паллă? Мăнкун уявĕпе. (картина кăтартатăп). Эсир мĕн тăватăр çав кун?
X. Пĕтĕмлетÿ.
-- Паянхи урокра мĕн çĕннине пĕлтĕр?
--Халĕ эпир калама пултараятпăр-и: «Килчĕ ырă çуркунне!»-тесе? Айтăр пурте тепĕр хут саспа калатпăр.
XI.Урокра аван ĕçлерĕр. Малалла та нумай пĕлме тăрăшăр
X. Киле ĕç:
События:
День семьи
22.07.2023
Это текст. Нажмите один раз и выберите «Редактировать текст» или просто кликните дважды, чтобы добавить свой текст и настроить шрифт. Здесь вы можете рассказать посетителям подробнее о себе. Чтобы удалить этот текст, нажмите один раз и выберите значок «Корзина». Это текст. Нажмите один раз и выберите «Редактировать текст».